Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чермаков Иван Григорьевич

Чермаков Иван Григорьевич — чӑваш сӑвӑҫи. 1955 ҫулхи акан 21-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. 1999 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗнче вилнӗ.

1994 ҫултанпа Раҫҫей Федерацийӗн ҪП пайташӗ. Трубина Мархви ячӗллӗ преми лауреачӗ.

Кун-ҫулӗ

Шупашкарти 10-мӗш вӑтам шкулта, Саратоври 56-мӗш училищӗре, Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗреннӗ.

Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ пухнӑ, кайран унтах асперантурӑна вӗренсе пӗтернӗ. «Халӑх шкулӗ» журналта вӑй хунӑ.

Чернобыль аварине пӗтерме хутшӑннӑскер унта илнӗ йывӑр сурансене пула 1999 ҫулхи хура кӗркунне, чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ.

Пултарулӑхӗ

Критикӑлла статьясемпе сӑвӑ ҫырнӑ. Куҫару ӗҫӗсемпе те паллӑ пулнӑ.

Паллӑ кӗнекисем:

  • «Чи хакли» (1991);
  • «Курӑнман суран» (1993);
  • «Мӗншӗнкке» (1999).

Каҫӑсем

Вуламалли


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-04-05 14:31:32 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5068 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем